Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Юпа уйăхĕн вĕçĕнче Сăр районĕ-нчи Архангельски ял вулавăшĕ-нче Тăван ен кунĕ иртрĕ.
Анлă курава чăваш халăхĕ çинчен çырнă кĕнекесем, таврапĕлӳçĕсен тĕрлĕ çулсенче «Канаш» хаçатра кун çути курнă хайлавсене пухса пынă папкăсем пулчĕç. Вулавăша кӳршĕ ялсенче пурăнакансем, тăван ен историйĕпе кăсăкланакансем тата облаçри таврапĕлӳçĕсем килсе çитрĕç. Ку тĕлпулăва Николай Карамзин çуралнăранпа 250 çул çитнине халалларăмăр. Эпĕ пухăннисене А.Авдотинăн «Пушкин и чуваши» кĕнекипе тата Н.Карамзинăн «История государства Российского» кĕнекен 1,7,8-мĕш томĕсенчи чăваш халăхĕ çинчен çырнине вуласа патăм, Сăр районĕнчи чăваш топонимĕсене тĕпчени çинчен пĕлтертĕм.
Чăвашсен «пăрăнса» сăмахне кунти вырăссем «промза» тенĕ (юханшыв пăрăнса юхнипе ĕнтĕ). Çапла ял Промзино ят илнĕ. 1931 çулта Промзинăран Сăр поселокĕ туса хунă. Кӳршĕ Кандарать текен ял та «кантарать» сăмахран пулса кайнă. Архангельски ялĕпе кӳршĕллĕ Шатăршан ялне «Прошлое нашего края» кĕнекере шатра питлĕ çын пуçласа янă тесе çырни пур. Чĕлĕм ялĕ – «чĕлĕм» сăмахран тухнă. Ял çумĕнчи юханшыв чĕлĕм пек авăнса юхнипе ĕнтĕ. Çакăн пек тĕслĕхсем пайтах. Авалхи чăвашсен историйĕпе кăсăкланакан А.Н.Нуждин Майна районне кĕрекен Тагай ял ячĕ чăвашсен мăрси Тукай пурăннă вырăнпа çыхăнтарчĕ. Вăл Хаяр Иван патшана Хусан хулине илме пулăшнă иккен.
Облаçри чăваш таврапĕлӳçисен ертӳçи Николай Казаков чĕннипе тĕлпулăва Аслă Нагаткинти вăтам шкулта 7-мĕш класра вĕренекен Любовь Сультеева килнĕччĕ. Вăл Аслă Нагаткин историйĕпе паллаштарчĕ.
Николай Кирюшин таврапĕлӳçĕ авалхи несĕлĕмĕрсен йĕрĕпе çул çӳрени çинче пусăм турĕ, Раççей империйĕ тата СССР вăхăтĕнчи орденсемпе паллаштарчĕ, хăйĕн кĕнекине парнелерĕ.
Г.П.Маля таврапĕлӳçĕ, архитектор Чĕмпĕр хулине «Симбирск» мар – «Чембер» темелле терĕ. В.К. Пушкин та чăваш халăх историйĕ çинче чарăнса тăчĕ.
Николай Казаков шкул ачисене Ульяновскра тата Шупашкарта иртекен конкурссене хутшăнма сĕнчĕ. Çитес çул экологи çулĕ пулнă май çак темăпа уроксем килсе ирттерме шантарчĕ.
Эпир хăнасене хамăр музейпа паллаштартăмăр, авалхи йăлана пăхăнса (чӳклеме вăхăчĕ) кăвайт çинче автан яшки пĕçерсе çитертĕмĕр, çĕнĕ тырăран пĕçернĕ çăкăрпа, вир пăттипе тата килти сăрапа сăйларăмăр.
 
: 412, Хаçат: 46 (1395), Категори: Таврапĕлӳ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: