Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çирĕммĕш ĕмĕр варринче Ульяновскра И.Я.Яковлев ячĕллĕ чăваш педучилищи хупăнсан, çаплах чăваш ялĕсенче пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулсенче тăван чĕлхепе литература предмечĕ-сене вĕрентме пăрахсан Чăваш тĕнчине тискер пĕлĕтсем хупласа илнĕнех туйăнса кайнăччĕ.
Тăван чĕлхемĕр калаçу шайĕнче çеç юлсан вăл вăрах тытăнса тăрасси çинчен шутлама та çук вăл каламасăрах паллă. Кун хыççăн халăхăмăр хăй те ирĕлсе каясса кĕтсех тăр. Шăпах çавăн чух хăй вăхăтĕнче кăвар чĕреллĕ Çеçпĕл Мишшине канăç паман йывăр шухăшсем пире пурсăмăра та тепĕр хут ярса илнĕччĕ. Çак сиенлĕ ĕçе никам та мар, чăвашран тухнă кĕвĕç чунлă, каппайчăк интеллигенци çыннисем пуçарса пыратчĕç мар-и/ Сăмахран, Чăнлă районĕнче вăтăрмĕш çулсенчех хăй тĕллĕн тухса тăнă райхаçата та вĕсем дубляжа çавăрчĕç, çапла вара чăваш хаçачĕн сумĕ куçкĕрет чакса ларнăччĕ. Ку вăл, паллах, ленинла наци политикине пăсни пулнă. Телее, патака ытлашши авнине пурте сиссе çитсен лару-тăру лайăх енне улшăнчĕ. 1988 çулхи çурла уйăхĕ-нче халăх депутачĕсен Ульяновск облĕçтăвкомĕ çумĕнче наци хутшăнăвĕсем хушшинчи ыйтусемпе ĕçлекен комисси йĕркеленчĕ. Çав комиссие мана та, райхаçатăн дубляж енĕпе ĕçлекен редактор çуммине, кĕртнĕччĕ.
Асăннă комисси председательне КПСС Чартаклă райкомĕн пĕрремĕш секретарьне Дамир Исмагилович Шарипов тутара суйланăччĕ. Комиссин ытти членĕсем пурте тĕрлĕ халăх çыннисемччĕ.
Мана, наци ыйтăвĕсене тахçанах ăша хывса пурăнакан çынна, комисси ларăвĕсенче ку е вăл ыйтусене хăюллăн çĕклени тĕлĕнтеретчĕ. Савăнтаратчĕ те. Сăмахран, малтанхи ларурах Дамир Исмагилович облаçра вăраха ямасăр тутар тата чăваш телекăларăмĕ-сен студийĕсене туса хурасси, çаплах тăван чĕлхепе хаçатсем кăларса тăма пуçласси çинчен калаçу пуçарчĕ вĕт-ха! Пуçарчĕ çеç те мар, çак ыйтăва вăл малтанах ун чухне облаçа ертсе пынă Юрий Фролович Горячевпа тата КПСС обкомĕн пичет секторĕн пуçлăхĕпе, хăй вăхăтĕнче Ульяновскри И.Я.Яковлев ячĕллĕ чăваш педучилищинчен вĕренсе тухнă маттур чăваш ачипе Александр Михайлович Богатовпа сӳтсе явса килĕштерни те паллă пулчĕ. Ку енĕпе вĕсем иккĕшĕ пире пур енĕпе те пулăшса пынине палăртмалла. Ĕçĕ ку, паллах, пĕрре те çăмăл пулман.
Пире комисси çумĕнче йĕркеленнĕ пуçаруçăсен ушкăнĕсем те пысăк пулăшу паратчĕç. Чăвашсем енчен çав ушкăна Чăнлă районĕнчи райхаçатра вăрçăчченех редакторта ĕçленĕ вăрçăпа ĕç ветеранĕ Иван Сергеевич Кирюшкин ертсе пыратчĕ. Облаçри чăваш хаçачĕ çураласса та пирĕн Чăнлă районĕнчи дубляж çумĕнчех çуралчĕ. Ун чухне эпĕ чăваш чĕлхипе çырма пултаракан профессиллĕ пĕртен-пĕр журналист шутланнă. Çапла вара малтанхи номерсене чылай хушă пĕчченех çырса хатĕрлеме тиветчĕ. Хаçат редакторне те мана уйăрса лартасшăнччĕ. Ку вăл хаçат ĕçне туллин кӳлĕнсе ĕçлеме чăрмантарнăран килĕ-шмерĕм. Çапла вара редактор тивĕçĕсем вырăс хаçатĕнче ĕçлекен Валериан Федорович Ромашкин çине тиенчĕç. Çав хушăрах хаçат тавра чăмăртанма пуçланă авторсем хушшинче пулас сотрудниксене шырарăмăр. Чи малтанах паян та редакци коллективĕнче тăрăшакан Анатолий Григорьевич Дмитриева (Ырьята) асăнмалла. Редактор мана вăл çырнă сăвăсен тетрадьне тыттарчĕ. Вуласа тухсан эпĕ ку çамрăкăн çырас туртăмĕ пуррине туйса илтĕм. Хаçатăн паянхи редакторĕ Николай Николаевич Ларионов та пирĕн авторсен шутĕнчеччĕ. Халĕ вĕсем, иккĕшĕ те куçăмсăр майпа Шупашкарти И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухса аслă пĕлӳ илнĕскерсем, редакци тĕпелĕнче çаплах тăрăшса ĕçлеççĕ.
Облаçри пĕртен-пĕр чăваш хаçатĕнче хам ĕçлеме пуçланă малтанхи тапхăра редакцири ку чухнехи лару-тăрупа танлаштарсан чун савăнать. Унта чăннипех туслă та пултаруллă ушкăн ĕçлет. Вĕсем пурте профессиллĕ журналистсем, хаçатра Чăваш тĕнчине туллин çутатса тăраççĕ. Тĕрлĕ çулхи вулакансем унта хăйсене кирлĕ хыпарсене пурне те тупса вулама пултараççĕ. Çамрăк çыравçăсенчен чылайăшĕ хăйсен кĕнекисене те кăларма ĕлкĕрчĕç. Николай Ларионовпа Анатоли Ырьят, Алена Алексеева тата Елена Мустаева хайлавĕсем Шупашкарта тухса тăракан хаçат-журналта та пичетленеççĕ. Редакци çумĕнче «Шевле» литпĕрлешӳ ĕçлет. Совет влаçĕн малтанхи çулĕ-сенчех йĕркеленнĕ «Атăл юрри» журнала тепĕр хут кăларса тăма пуçланине те палăртмалла. Пĕр сăмахпа – чăваш культури çуралнă Чĕмпĕр-Ульяновск хулинче «Канаш» хаçат тухса тăнă чух чăваш пĕтмест тесе çирĕплетсех калама пулать.
Малашне унăн тиражĕ те çулран-çул ӳссех пырасса шанас килет. Паллах ку енĕпе Чĕмпĕр чăвашĕсем хăйсем, уйрăмах интеллигенци çыннисем, ял хуçалăх ĕçченĕсем, фермерсем, шкулсенче тăван чĕлхепе литературине вĕрентекенсем пуçаруллăрах пулсан. Эпĕ вĕсене çапла пулма чĕнсе калатăп.
 
: 673, Хаçат: 5 (1303), Категори: юбилей

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: