Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çĕр çинче миçе чăваш ялĕ-ши? Чăваш Республикинче 1800 ытла. Пăрачкав районĕнче пачах çук, Улатăр районĕнче — виççĕ çеç.
Раççейĕпе илсен çапларах: Тутарстанра — 250 яла яхăн, Пушкăртстанра — 200, Ульяновск облаçĕнче — 167, Самар облаçĕнче — 162, Пенза облаçĕнчи Çăрттанлă районĕнче — 11, Саратов облаçĕнче — 6, Кемĕр /Кемерево/ облаçĕнче — 30 ытла, Красноярск крайĕнче — 40, Омск, Томск облаçĕсенче — кашнинче 10-шар, Оренбург облаçĕнче — 20, Удмурт, Мари Эл, Хакас Республикисенче — 2-3-шер.
Чи ватă ялсем — Тутарстанра, Пушкăртстанра, Ульяновск тата Самар облаçĕсенче. Урал леш енчи ялсем çамрăкрах. Пĕрремĕш тĕнче вăрçиччен никĕсленнĕ ялсем Красноярск крайĕнче, Кемĕр облаçĕнче пур. Кунти çынсем тăван чĕлхепе калаçмаççĕ, çапах та хăйсен нацилĕхне пытармаççĕ.
Çĕпĕр тăрăхĕнчи чăваш ялĕсем ытларах 1930-1950 çулсенче никĕсленнĕ. Унта чăвашла калаçакансем чылай-ха. Çапах та патшалăх наци политикине вăй памасан ку нумая пыраймĕ.
 
: 690, Хаçат: 12 (1208), Категори: Чaваш тeнчи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: